Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑваш чӗлхи

Чӑвашлӑх
Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Муркаш районӗнчи Калайкассинче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Ку мероприяти ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Фестиваль пирки Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Тӗрлӗ енлӗ пуян ҫак фестиваль кунта кӑҫал 10-мӗш хут иртрӗ.

Фестивалӗн пӗр пайӗ - «Тӑван кил-йышран хакли ҫук, тӑван чӗлхерен асли ҫук» ҫавра сӗтел.

Ҫавра сӗтеле хутшӑнса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен ӗҫтешсемпе чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе тунӑ пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫрӑмӑр, ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ӳстерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе яврӑмӑр», – хыпарланӑ чӑваш чӗлхи учителӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall630261094_6436
 

Чӑвашлӑх
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ уйӑхӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци музейӗ ҫулсерен иртекен чӑваш чӗлхипе литературин «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑхне пуҫарнӑ.

Акци пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗпе уҫӑлнӑ. Ӑна «Хавал» ушкӑн тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ ирттернӗ.

Уйӑхлӑх пуҫланнӑранпа Чӑваш наци музейӗн «Контактра» страницинче чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн сӑввисене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем вуланине вырнаҫтарса пыраҫҫӗ.

Литература музейӗнче (юнкунсерен 14 сехетре) тата Чӑваш тӗррин музейӗнче (кӗҫнерникунсерен 16 сехетре) уйӑхӗпех чӑвашла экскурсисем иртеҫҫӗ.

Ытти кӑсӑклӑ мероприяти те уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче самай пулса иртмелле.

 

Чӑваш чӗлхи
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Windows 11 операци системинче клавиатурӑн чӑваш раскладкине хушнӑ. Эппин, малашне вырӑсла, акӑлчанла кӑна мар, чӑвашла та ҫырма пулать.

Операци системин интерфейсӗн чӑвашла куҫарӑве ҫук, пӗтӗм меню тата настройкӑсем вырӑсла тата ытти чӗлхепе кӑна пур. Сӑмах кунта текст пичетлеме май паракан раскладка пирки пырать.

Унччен вара тӗнче тетелӗнче чӑваш саспаллисемпе ҫырас тенӗ чухне ятарлӑ программӑсем вырнаҫтарма е тӗнче тетелӗнче раскладкӑсем шырама тивнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Анна Егорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Анна Егорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» 10-мӗш фестиваль иртӗ.

Чӑваш Республикин Вӗрену институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале тӑватӑ енпе хутшӑнма май килӗ: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнса чӑвашла уроксем кӑтартса парӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ).

 

Чӑваш чӗлхи
Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗсен конкурсӗ иртет. Кун пирки Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – «Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси».

Конкурс кӗретсӗр иртет. Конкурса хутшӑнакансен текста https://forms.yandex.ru/u/69c0ce6a90290277678e502d/ каҫӑпа ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен ярса памалла. Текстра 130-150 сӑмахран ытла пулмалла мар.

Конкурса хутшӑннисене сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ.

Конкурса йӗркелекенсемпе 8 (8352) 58-47-19 (106); 58-37-89 (139) телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫыхӑнма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/id573959132
 

Чӑваш чӗлхи
aksubayevo.ru сайтри сӑн
aksubayevo.ru сайтри сӑн

Тутарстанри Аксури 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗренекен класс пур. Унта пӗрремӗш классем чӑваш чӗлхине ӑса хываҫҫӗ, чӑвашла вулаҫҫӗ.

Шӑпӑрлансем вырӑс чӗлхипе пӗрле чӑваш азбукине те вӗреннӗ. Ячӗшӗн кӑна мар. Вӗсем регион шайӗнче иртнӗ «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурса та хутшӑннӑ.

Конкурсра пӗрремӗш класс ачисем онлайн-мелпе чӑвашла мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйсем вуласа тухнӑ юмахсем тӑрӑх картинӑсем ӳкернӗ те вӗсене конкурса ярса панӑ. Пурте сертификата тивӗҫнӗ. Настя Чистовӑна вара I степень Дипломпа чысланӑ.

 

Раҫҫейре
Ҫӑлкуҫ: tulasmi.ru
Ҫӑлкуҫ: tulasmi.ru

Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ «Раҫҫей чӗлхисем 2026» федераллӑ акцие хутшӑнать. Акцие хутшӑнакансене тутар е чӑваш чӗлхипе сӑвӑ вуламалла, унтан вертикаллӑ видео ҫырса халӑх тетелне вырнаҫтармалла. Вуланӑ чухне сӑввӑн куҫарӑвне е унӑн кӗске содержанине ҫырса памалла, тата мӗнле чӗлхепе вуланине палӑртмалла.

Акцие Раҫҫейри наци вулавӑшӗ, ҫав шутра Тутарстан, Дагестан, Мордва тата Чӑваш Республикисен вулавӑшӗсем, хастар хутшӑнаҫҫӗ. Сӑвӑ вуланӑ ролике Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗн «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи страницӑра «ЯзыкиРоссии2026» хештегпа вырнаҫтарса пырӗҫ.

Акцие «Регион 71» информаци агентстви тата «Эпир – Раҫҫей» пӗрлехи информаципе ҫут ӗҫ проектне пурнӑҫлакансем те пулӑшаҫҫӗ. Ку проект пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Акци тӗллевӗ – Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхне тата пӗр-пӗрне ӑнланнине ҫирӗплетесси.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tulasmi.ru/n57263.html
 

Чӑваш чӗлхи
obr.belregion.ru сайтри сӑн
obr.belregion.ru сайтри сӑн

Белгород облаҫӗнчи Борисовка муниципалитет округӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗ ҫулталӑкне халалласа конкурс- фестиваль иртнӗ.

Эстафетӑна чи малтан Стригуны шкулӗнчи ачасем йышӑннӑ. Вӗсем мероприятие Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫӑннӑ. Хӑнасем валли ҫӗнӗ экспозициллӗ музей тата курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех шкул театрӗсен хушшинче «Раҫҫейри халӑхсен юмахӗсем» конкурс тата хор ушкӑнӗсен «Халӑх чунӗ юрлать» конкурсӗ иртнӗ.

Унтан эстафетӑна Борисовка шкулӗ йышӑннӑ. Унта сахал ача вӗренет: 26-ӑн кӑна. Ҫапах вӗсем интереслӗ программа хатӗрленӗ: шкулти музейра экскурси йӗркеленӗ, хор чӑвашла юрланӑ, «Как Олененок друга нашел» ненец юмахне лартнӑ.

Фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Борисовка шкулӗнче вӗҫленӗ.

 

Вӗренӳ
Ҫӑлкуҫ: chrio.rchuv.ru
Ҫӑлкуҫ: chrio.rchuv.ru

Раҫҫей Федерацийӗнче Раҫҫей халӑхӗсен перлӗхӗн ҫулталӑкӗ иртнӗ май патшалӑх шайӗнче тӑван культура ҫинчен вырӑсла сочиненисен тата вырӑс культури пирки тӑван чӗлхепе ҫырнӑ хайлавсен конкурс йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра регионти тапхӑр пырать: шкул ачисемпе студентсем вырӑс культурине сӑнласа паракан чӑвашла хайлавсем ҫырса хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурсри ӗҫсене пилӗк ӳсӗмпе хаклӗҫ: 4-5 классенче вӗренекенсем; 6-7 классенче пӗлӳ пухакансем; 8-9 класа ҫӳрекенсем; 10-11 классенчи ачасемпе профессиллӗ пӗлӳ паракан организацисен студенчӗсем; аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем.

Регионти тапхӑр икӗ пая пайланать. Чи малтан муниципалитетсемпе вӗренӳ заведенийӗсен шайӗнче иртӗ. Кунта кашни хутшӑнма пултарӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Иккӗмӗш пайӗ акан 10-мӗшӗпе 20-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл республика шайӗнче пулӗ, унта умӗнхи пайра ҫӗнтернӗ ӗҫсем хутшӑнӗҫ. Иккӗмӗш пая вӗренӳ институчӗ куҫӑмсӑр майпа ирттерӗ.

Конкурса хутшӑнмалли темӑсен йышӗпе вӗренӳ институчӗн сайтӗнче паллашма пулать.

 

Чӑваш чӗлхи
Ҫӑлкуҫ: https://fup.chuvgpu.ru
Ҫӑлкуҫ: https://fup.chuvgpu.ru

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи истори, филологи, управлени тата право факультетӗнче студентсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директорӑн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ирина Кириллова тӗл пулнӑ. Тӗп сӑмах Чӑваш чӗлхин наци корпусӗ валли материал пухасси тавра пулнӑ.

Пулас филологсемпе вӗрентекенсем корпус ӗҫӗпе паллашнӑ, ӑна мӗнле йӗркеленине пӗлнӗ. ЧПГӐИ ӑсчахӗсем студентсен тӳпи пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ: ҫамрӑксем хальхи технологисене хӑвӑрт алла илме пултарни ҫӗнӗ текстсене пухма пулӑшать.

Татьяна Денисовӑпа Николай Осипов преподавательсем каланӑ тӑрӑх, ку проекта хутшӑнни студентсене чӗлхе пӗлӗвӗн базипе ӗҫлеме хӑнӑхтарать.

Тӗлпулу хыҫҫӑн студент ушкӑнӗсене йӗркелесе, материал пухассипе ӑна йӗркелессине пуҫлама палӑртнӑ. Ку пӗрлехи ӗҫ чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк утӑм пулнине палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 175
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та